Юпа-чӳк кунӗсем ҫитсе пынӑран ҫутҫанталӑк самай улшӑнать — кӗрхи сӑн ҫапать. Йывӑҫсем симӗс тума саратаҫҫӗ-хӗретеҫҫӗ, кайӑксем кӑнтаралла кайма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫулӗ инҫе пулнӑран хур кайӑксем пысӑк шывсенче канса илеҫҫӗ, вӑй илеҫҫӗ.
Нумай пулмасть Вӑрӑмпуҫ пӗвинче ял халӑхӗ акӑшсене асӑрханӑ. Канаш тӑрӑхӗнче вӗсем сайра хутра чарӑннӑран шурӑ кайӑксем питӗ кӑсӑклантарнӑ — чылайччен сӑнарӗҫ вӗсене.
Уҫырма ялӗ Канашран инҫе мар вырнаҫнӑ — кунта ҫитме 2 ҫухрӑм ҫеҫ кирлӗ. Ялӗ вара ыран 365 ҫул тултарнине уявлӗ — ӑна 1646 ҫулта никӗслени паллӑ.
Паян, утӑн 15-мӗшӗнче ял уявӗн тӗп репетицийӗ иртнӗ — нумай халӑх вырнаҫмалӑх сӗтел хатӗрленӗ, асфальт ҫул хӗрринчи чикӗ чулӗсене сӑрласа тухнӑ, куравсемпе стендсем йӗркелесе ҫитернӗ.
Уҫырма ял уявӗ чаплӑ иртмелле — шӳрпе те пулӗ, спорт вӑййисем (урамсем футболла тат волейболла ӑмартӗҫ, кире спорчӗнче мала тухма тӑрӑшӗҫ, вӗрен туртӗҫ тата ыт.те) те. Ҫӗнтерӳҫӗсене чаплӑ парнесем кӗтӗҫ — вӗсене спорсорсем хатӗрлесе те хунӑ ӗнтӗ. Ҫамрӑксем валли каҫхи кану каҫӗ пулӗ.
Ял халӑхӗ пурне те хӑнана, уява чӗнет!
Канаш районӗнчи Уҫырмара ҫуралса ӳснӗ Иван Андреев халӗ Тӗмен облаҫӗнчи Белый Яр поселокра пурӑнать. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ пулин те ӗҫлет-ха вӑл. Отпуск вӑхӑтӗнче ҫулсеренех тӑван ене таврӑнать. Ашшӗ-амӑшӗнчен юлнӑ йывӑҫ пӳрт кивелнӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа Иван Федорович ҫӗнӗ ҫурт ҫӗклеме шухӑш тытнӑ.
Киввине сӳтнӗ чухне кил-тӗрӗшре усӑ куракан авалхи хатӗр чылай тухнӑ. Иван Андреев вӗсене Уҫырма шкулӗн музейне панӑ. Вӗсен йышӗнче — сӑра вӗретмелли хатӗрсем, ут таврашӗ, савӑт-сапа. Уҫырма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Иванов Иван Федоровича экспонатсемшӗн тав тунӑ.
Паян ирхине, 6 сехетсем иртсен, Чунҫӳрев-2011 ҫула тухрӗ.
Чунҫӳрев кашни ҫулах утӑ уйӑхӗн пусламӑшӗнче ҫула тухать. Тӗллевӗ — хамӑр халахӑн тымарӗсене тӗпчесси. Енчен те ытларах чухне ҫулҫӳрев маршручӗ Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн ҫӗрӗпе иртетчӗ пулсан, кӑҫалхи маршрут кӑшт урӑхларах — ҫул Кавказ еннелле выртӗ. Чӑвашсем Дагестана ҫитсе Сементер, Варачан, авалхи Сӑвар, Беленджер хулисемпе паллашасшӑн, асӑнмалӑх юпа лартса хӑварасшӑн.
Чунҫӳрев-2011 епле иртнипе эсир ун сайтӗнче (bulgar.chuvash.org) паллашма пултаратӑр. Унта ятарлӑ кун кӗнеки пулӗ. Ӑна вӑхӑтра ҫӗнетсе тӑрӗҫ — чунҫуревҫӗсем ӑҫта ҫитнине, вӗсен кӑмӑл-туйӑмӗ епле пулнине ҫутатса тӑрӗҫ.
Мӗнех, сӑнӑр — пӗрремӗш чарӑну Шӑхасанта пулӗ.
Ӗнер, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, Анаткас Уҫырма халӑхӗ ҫӑлкуҫ патне каякан ҫула юсани усӑллӑ та пархатарлӑ пулчӗ пулсан, тепӗр ӗҫ ӑнӑҫмарӗ вара вӗсен. Виҫӗмкун вырӑнти «Агат» футбол ушкӑнӗ Атнаш ял тӑрӑхӗсенисемпе тӗл пулмалла пулнӑ. Шел те, «Кировец» ушкӑн хӑнасене кӗтсе илме пултарайман, вӑйӑ лаптӑкне те тухайман. Анаткас Уҫырмасем вара, чылай вӑхӑт кӗтне хыҫҫӑн, киле таврӑнма тивнӗ.
Канаш районӗн футбол чемпионачӗ малалла тӑсӑлать — Атнаш ялӗн ушканӗ малти вырӑна тухасси питӗ шикленӳллӗ вара.
Ӗнер, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырма ялӗнче ӗҫ хӗрсе тӑчӗ — Петр Матросов, Ольга Титова, Галина Егорова тата Мария Петрова «Аслыр» ҫӑлкуҫ патне каякан ҫула юсарӗҫ. Пӗрисем ванчӑк кирпӗче йӑтрӗҫ, теприсем ӑна сарса лакӑмсене хупларӗҫ. Чӑн та, ҫурхи шывпа тата нумай пуламасть ҫанталӑк йӗпе тӑнӑран ҫул самай пӑсӑлнӑччӗ.
Ҫула юсама ванчӑк кирпӗче «Агат» ТМЯО уйӑрнӑ. Пӳрт-ҫурт купалама юрӑхсӑрскер ҫӑлкуҫ патне каякан ҫула юсама питӗ лайӑх пулчӗ.
ҪӖР | 24 |
Анаткас Уҫырма ялӗнчи (Канаш районӗ) Уй урамӗнче (ул. Полевая) нумай пулмасть, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче, пӗве юсарӗҫ. Ӗҫе вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ йӗркеленӗ — ҫӗр турттарма «Агат» ТМЯО-ран экскаваторпа самосвал ыйтса илнӗ. Пархатарлӑ ӗҫе Анаткас Уҫырма ялӗнче пурӑнакан Виталий Николаев та хутшӑннӑ — хӑйӗн тиев машинипе ҫӗр турттарнӑ.
Ку пӗве пысӑках мар пулин те, ҫурхи шыв ӑна татса каяс хӑрушлӑх пурччӗ. Халӗ вара, пӗве пуҫне ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн, вӑл сирӗпех тӑрасса шанӑҫ пур.
Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирртерекен «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» фантастикӑпа фэнтези хайлавӗсен литература ӑмӑртӑвне пӗрремӗш сӑвӑ-калавсем киле пуҫларӗҫ.
Чи малтанхи Хӗрлӗ Чутай районӗнчен ҫитрӗ — Роксана Хромова (тӑтӑшах хутшӑнать) «Шыв туррине ирӗке кӑлартӑм» ятлӑ калав ярса панӑ. Канаш районӗнчи РФ Геройӗ Н.Ф. Гаврилов ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Янкӑлчри вӑтам шкулта 9-мӗш класра вӗренекен Шемякина Кристина та хӑйӗн «Юрату паркӗ» калавне вӑраха тӑсмасӑр пирӗн пата ҫитернӗ. Патреккелти (Елчӗк районӗ) шкултан та ярса панӑччӗ — шел те, ӑмӑртун йӗрки-шывне тивӗҫтерменрен (сарӑмпа хатӗрлемен, Arial Cyr шрифтпа ҫапнӑ) ӑна хальлӗхе электронлӑ вулавӑша вырнаҫтарман.
Асилтеретпӗр: Ӑмӑрту йӗрке-шывӗпе килӗшӳллӗн, ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫлениччен ярса панӑ ӗҫсене 1 балл хушса хаклӗҫ.
Чӑваш тӑрӑхӗнчи шкулсенче ҫулсерен ҫу вӗҫӗнче «Юлашки шӑнкӑрав» уяв иртет. Кӑҫал та тӑван шкулти шӑнкӑрав юлашки хутччен 11-мӗш класра вӗренекен 5 500 ачашӑн, 13 пин 9-мӗш класрисемшӗн (пӗлтӗрхи кӑтартусем: 11 кл. — 7,7 пин; 9 кл. — 14,1 пин) янӑрарӗ.
Кашни шкулта тенӗ пекех паян чаплӑ уявсем иртрӗҫ — шкул ачисемпе ашшӗ-амӑшӗсем, вӗрентекенсем тата ыттисем пухӑнчӗҫ, вӗренсе тухакансене саламларӗҫ. Ӗнер кунашкал уяв Элӗк, Канаш, Вӑрмар районӗсенче тата Канашра вӗренекенсен пулчӗ.
Малашнехи ҫула ҫамрӑксен хӑйсен суйламалла пулӗ — кам малалла вӗренес тейӗ, кам пурнӑҫа урӑхла йӗркелес тейӗ.
Вӗренсе тухакансене патшалӑх экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ тытма, ӳлӗмхи пурнӑҫа тӗрӗс суйлама сунатпӑр!
2011 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче наци культурин «Туслӑх хӗлхемӗ» республика фестивалӗ иртрӗ.
Фестивалӗн тӗллевӗ шкул ачисене чӑвашлӑх тӗнчине кӗртесси, чи пултаруллисене, чи тав́ҫӑруллисене палӑртасси пулчӗ.
Конкурса 59 ача хутшӑнчӗ. Вӗсем номинацие кура 3 ушкӑна уйрӑлчӗҫ.
Пӗрремӗш ушкӑнра чӑваш шкулӗнче вӗренекенсем тупӑшрӗҫ, вӗсем «Чӑвашлӑх тӗнчи» номинацире мультимеди презентацийӗсем кӑтартрӗҫ. Презентацире 3 тема пулчӗ: «Ухсай Яккӑвӗ калӑпланӑ ҫын тата ҫут ҫанталӑк сӑнарӗсем», «Юхма Мишши — ача-пӑча ҫыравҫи», «Чӑваш Енӗн тӗнче уҫлӑхне тухнӑ каччисем».
Иккӗмӗш ушкӑн «Ҫӑлтӑрчӑк» номинацире тупӑшрӗ. Кунта вырӑс шкулӗнче вӗренекенсем пулчӗҫ. Вӗсем 5 станци иртрӗҫ: «Чӗвӗлти чӑваш чӗлхи», «Илемлӗх тӗнчи», «Шахвӑрту сӑмах пуххи», «Чӑваш ҫӗр-шывӗн паллӑ ҫыннисем», «Пирӗн пултарулӑх».
Виҫҫӗмӗш ушкӑна «Шевле» номинаци пӗрлештерчӗ. «Шевле» конкурса Раҫҫей космонавтикин ҫулталӑкне халалланӑ. Вӑл «Инҫетри планетӑсен тусанлӑ сукмакӗсем ҫинче юлӗҫ пирӗн йӗрсем…» девизпа иртрӗ. «Шевлеҫӗсем» ӳкерчӗк ӳкерессипе тупӑшрӗҫ.
«Чӑвашлӑх тӗнчи» номинацире мала тухнисем:
1-мӗш вырӑн — Анисова Анна (Етӗрне районӗ, Палтай шкулӗ),
2-мӗш вырӑн — Миронова Людмила (Комсомольски районӗ, Хирти Мӑнтӑр шкулӗ),
2-мӗш вырӑн — Павлов Евгений (Элӗк районӗ, Юнтапа шкулӗ),
3-мӗш вырӑн — Зеленкова Анна (Патӑрьел районӗ, Турхан шкулӗ),
3-мӗш вырӑн — Соснова Валентина (Йӗпреҫ районӗ, Кӗлӗмкасси шкулӗ),
3-мӗш вырӑн — Смаева Ксения (Шӑмӑршӑ районӗ, Васан шкулӗ).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.